Горловка хулинчен куҫса килнӗ ҫемье Сӗнтӗрвӑрринче тӗпленнӗ

Сӗнтӗрвӑрри вӗсемшӗн халӗ иккӗмӗш кил. Виҫӗ ҫул каялла Бургелӑсен ҫемйи Горловкӑран Чӑваш Ене куҫса килнӗ. 

Сӗнтӗрвӑрри хулине Бургелӑсем тӳрех килӗштернӗ. Атӑл юхан шывӗ те, вӑрман та юнашарах. Ҫавӑнпа ку тӑрӑхра тӗпленме шутланӑ. 13 ҫуллӑха ипотека илсе виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туяннӑ. Кредит тӳлеме амӑшӗн капиталне усӑ курнӑ. Виҫҫӗмӗш ачи - икӗ ҫулти Есения - Чӑваш Енре ҫуралнӑ. 

Пӗчӗкскере ҫемьере пурте юратаҫҫӗ. Вӑл малалла пурӑнма хистет те, каласа парать амӑшӗ Ирина. Сӗнтӗрвӑррине куҫса киличчен ҫемье вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ултӑ пункт улӑштарма ӗлкӗрнӗ. Хамӑрӑн кӗтес пурри - пысӑк савӑнӑҫ, тет хӗрарӑм. Ҫӗнӗ хваттерте - ирӗк. Кӑмӑл пулсан футболла та выляма пулать. Есения пиччӗшне хӑюллӑнах мечӗк тапса парать. 

Сӗнтӗрвӑррине ҫемье тӑватӑ уйӑх каялла куҫса килнӗ. Пӳлӗмсенче хӑтлӑх хуҫаланать. Ҫӳлӗксем ҫинче - вӗр ҫӗнӗ кӗнекесем. Ашшӗпе амӑшӗ те, ачисем те вулама юратаҫҫӗ. - Укҫа енчен хӗсӗкрех пулсан та, кӗнеке туянмасӑр пултараймастӑп, - тет Ирина. Пӳлӗме чечексем илем кӳреҫҫӗ. Кун пеккисене Горловкӑра пурӑннӑ чухне те ҫитӗнтернӗ. 

Донецк Республикинчен Бургелӑсем виҫӗ ҫул каялла тарса килнӗ. Унта эвакуаци пуҫланнӑ чухне ҫемье пуҫӗ аслӑ хӗрӗпе Любомилӑпа Шупашкарти реабилитаци центрӗнче сипленнӗ. Каялла таврӑнасси пирки сӑмах та пулман. 

Ирина та ывӑлӗпе Чӑваш Ене ҫитме тӗллев лартнӑ. Юлашки автобус ҫине билет туянма ӗлкӗрнӗ. Раҫҫей Донецк Халӑх Республикине хӑй хӳттине илни пирки пӗлсен, пассажирсемпе пӗрле чунтан савӑннине аса илет Ирина Бургело.

2014-мӗш ҫулта ахӑр самана пуҫланнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫ хӑрушӑ тӗлӗкри пек. Амӑшӗ ачисемпе путвалта пӗрре мар ҫӗр каҫнӑ. Ильяпа Любомилан ачалӑх кунӗсем шӑпах вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ. Ҫапах пуҫ усман - чун киленӗҫне вӗсем юрӑ-кӗвӗре тупнӑ. Илья халӗ Кадет корпусӗнче вӗренет пулсан та, аккордеон калас ӑсталӑхне Горловкӑри вӗрентекенӗсем патӗнчех инҫет мелӗпе туптать. Любомила юрлама кӑмӑллать. Вӑл - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи. Амӑшӗ вара ал ӗҫне вӗреннӗ. Илемлӗ бантик евӗр хатӗрсем ӑсталать. Саккассем те пур. Ҫав-ҫавах Ирина Бургело хӑйӗн малашлӑхне шкулта курать. Вӑл - педагог. Ҫывӑх вӑхӑтра пӗр-пӗр пӗлӳ учрежденине ӗҫлеме вырнаҫасшӑн. Сӑмах май, Горловкӑра ачасене вырӑс чӗлхипе вӗрентнӗшӗн Ирина Бургелӑна Украина ҫӗршывӗ сутӑнчӑксен йышне кӗртнӗ. Тӗрлӗ асап витӗр тухнӑскерсем Сӗнтӗрвӑрринче тӗпленнӗшӗн хӗпӗртеҫҫӗ. 

 


Вероника Павлова, Святослав Петров