Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Росинка" центр ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

50 ҫул каялла хута кайнӑ пионер лагерӗ паян спортсменсене хатӗрлекен федераци шайӗнчи комплекс шутланать. Ҫуралнӑ кун ячӗпе центра Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Росинка" центрӑн историйӗ 1976-мӗш ҫултан ҫырӑнма пуҫланӑ. Пӗрремӗш сменӑра иккӗмӗш "Стройтрестра" ӗҫлекенсен ачисем каннӑ. Малтан лагерьте 100 вырӑн пулнӑ. 1985-мӗш ҫул тӗлне вӑл 5 хут ытларах ача йышӑнма пуҫланӑ. Паян комплекс хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен центр шутланать. Кунта чылай паллӑ спортсмен ӑсталӑхне туптанӑ. Вӑл йышра Валентина Егорова, Елена Николаева, Юрий Борзаковский, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Ирина Калентьева, Вера Андреева паллӑ атлетсем. Спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Тӗнчери олимп комитечӗ "Росинка" центра дипломпа наградӑланӑ. Лагерь паян та кӑсӑк та тулли пурнӑҫпа пурӑнать. Ачасем валли тӗрлӗ тематикӑллӑ сменӑсем йӗркелеҫҫӗ. "Хранители сокровищ" ятпа иртекеннинче канакансем кибертурнирсене хутшӑнаҫҫӗ, робототехника, медиа тата фиджитал-туризм енӗпе аталанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех паллӑ ҫынсемпе тӗл пулаҫҫӗ, мастер-классене, тӗп хулана экскурсисене ҫӳреҫҫӗ. 

Кану центрӗнче инфратытӑма ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Иртнӗ 6 ҫулта кунта сахал мар укҫа-тенкӗ хывнӑ. Корпуссенче тӗп юсав ирттернӗ, инженери тытӑмӗсене улӑштарнӑ, спорт лаптӑкне ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех вӗрен паркӗ, скалодром хута янӑ. "Бизнес-спринт" федераци проекчӗпе "ӑслӑ" спорт лапамӗ тунӑ. Физкультурӑпа сывлӑх комплексне те ӗҫе кӗртнӗ. Унта 25-метрлӑ бассейн тата нумай функциллӗ залсем уҫнӑ. Физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, паян "Росинка" центр ҫӗршывӗпе чи лайӑххисенчен пӗри. Темиҫе ҫул ӗнтӗ кунта "Артек" стандарчӗпе "Кӗпернатӑр лагерӗ" проект пурнӑҫланать. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра "Артек" лагерӗн ӗҫ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарнӑран "Росинка" кану центрӗ пӗлтерӗшӗпе стратегиллӗ объектсенчен пӗри шутланать. Ҫавӑн пекех центрта ҫамрӑк армеецсем те хатӗрленеҫҫӗ. Пирӗн команда Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗн "Гвардеец" проектне хутшӑнать. 

Ку ҫулла "Росинка" 650 яхӑн ачана йышӑнӗ. Чӑваш Енрен кӑна мар, урӑх регионсенчен те сывлӑха ҫирӗплетме килеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Питӗртен, Йошкар-Оларан, Нарьян-Мартан, Мурманскран ҫитнӗ ҫамрӑксем кунти кану майӗсене пахалама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. 

Ҫавра ҫулне паллӑ тунӑ кун центр пысӑк парнене тивӗҫрӗ. 2027-мӗш ҫулта кунта физкультурӑпа спорт комплексне тума пуҫӑнмалла. Ҫакна пурнӑҫа кӗртме Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев парнеленӗ 600 миллион тенкӗлӗх сертификат пулӑшӗ. Ӗҫе республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртӗҫ. Ҫавӑн пекех 2030-мӗш ҫулччен ҫыранлӑха та хӑтлӑлатмалла. 

Леонид Петров, Александра Борисова, Денис Афанасьев