Етӗрнери виҫӗ ҫуртра пурӑнакансем хӑтлӑ хваттерлӗ пулма ӗмӗтленеҫҫӗ

"Пӗр-пӗр каҫ пӳртсем йӑтӑнса анасран шикленетпӗр, кунран-кун кивелсе, ытларах та ытларах юхӑнса пыраҫҫӗ вӗсем", - теҫҫӗ Етӗрне хулинче пурӑнакансем.

Хӑйсен нушипе вӗсем тӗрлӗ пуҫлӑх патӗнче пулнӑ, ҫапах та хальлӗхе татӑклӑ хурав илеймен. Октябрь 50 ҫулӗн урамӗнчи 98-мӗш ҫурта 1971-мӗш ҫулта хута янӑ. 16 хваттертен 10-шӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ыттисем юхӑннӑ ҫуртра тем курса ларасси пур тесе хӑшӗ яла, хӑшӗ урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ. Хӑйсен черетне кӗтекен тепӗр 2 ҫурт Ҫӗнтерӳ 30 ҫулӗн урамӗнче вырнаҫнӑ. 5-мӗшпе 7-мӗш пӳртсене те иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче тунӑ.

Алиса Александрова, Михаил Солин