Алексей Федорович юлашки ҫулсенче Марина мӑнукӗн ҫемйипе Етӗрнери уйрӑм ҫуртра пурӑнать. Нумай пулмасть кӑна кунта вӑл хӑй тӗллӗнех машинӑпа хӑнана килсе ҫӳренӗ. Кирлӗ пулсан халӗ те руль умне ларса ҫӑмӑллӑнах ярӑнса каяссӑн туйӑннине калать ветеран. Чӑн та, иртнӗ ҫулсенче вӑл Шупашкара та хӑйӗн машинипе кайса ҫӳренӗ, тӑрӑшсах ветерансен ӗҫне хутшӑннӑ.
Алексей Темнов 1926-мӗш ҫулта Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. 43-мӗш ҫулта вӑл ҫар ретне тӑнӑ, Беларуҫӗн 1-мӗш фронтне лекнӗ. Салтак Варшавӑна ирӗке кӑларма хутшӑннӑ, Одер урлӑ каҫнӑ, темиҫе хутчен йывӑр аманнӑ. Ҫӗнтерӗве госпитальте кӗтсе илнӗ. Ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн Алексей Федорович "Мухтав", "Хӗрлӗ ҫӑлтӑр" тата ытти орден-медале тивӗҫнӗ. Халӗ вара, ҫӗр ҫул тултарнӑ ятпа хисеплӗ ветерана Владимир Путин та салам янӑ.
Алексей Федоровича 100 ҫул тултарна ятпа Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов, ветерансен пӗрлӗхӗпе вырӑнти пуҫлӑхсем ӑшшӑн саламларӗҫ, хаклӑ парнесем пачӗҫ. Ҫывӑхри ача сатне ҫӳрекен шӑпӑрлансем вара хӑнасене кӑмӑла ҫӗклекен юрӑсемпе тата сӑвӑсем каласа савӑнтарчӗҫ.
Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсем республикӑра шутлӑ юлчӗҫ. Вӗсен йышӗ халӗ ҫирӗмрен те чакрӗ. Ҫавӑнпа та хисеплӗ ватӑсене эпир ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Алексей Енейкин








