Етӗрне ҫӗрӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ

Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫуралнӑ кунне республика анлӑ паллӑ турӗ. Шупашкарта йӑлана кӗнӗ фестивальсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ, "Раҫҫейӗн музыка картти" валли ҫырнӑ увертюрӑна пахаларӗҫ. Етӗрне тӑрӑхӗнче те савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ нумай пулчӗ. 

Етӗрне ҫӗрӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. Чӑваш хӑмлин музейӗ истори пӗлтерӗшлӗ ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта тӗрлӗ ҫулта кинотеатр та, казначейство та пулнӑ. Паянтан вара республикӑра пурӑнакансемпе туристсене чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштараҫҫӗ. 

Музей валли экспонатсем пухма халӑхран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫынсем килӗсенче упранса юлнӑ ӗлӗкхи япаласене илсе килнӗ, хӑмларан пӗҫерекен апат-ҫимӗҫ рецепчӗсене те каласа кӑтартнӑ. Музей уҫӑлнӑ ятпа етӗрнесене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. "Симӗс ылтӑн" туса илес ӗҫӗн аталанӑвӗпе кӑсӑклансах паллашрӗҫ. Темӗн тӗрлӗ хатӗр пур кунта. 

Чӑваш хӑмлин музейне уҫма муниципалитет бюджетӗнчен 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Виҫӗ экспозици залӗ йӗркеленӗ, мастер-классем, лекцисемпе семинарсем ирттермелли вырӑн та пур. 

Уяв кунӗ Етӗрне тӑрӑхӗнчи Стрелецки ялӗнче те хӑнасене кӗтсе илчӗҫ. Кунта теплица комплексӗ хута кайрӗ. "Позитив" пӗрлешӳ хӗлӗн-ҫӑвӗн экологи тӗлӗшӗнчен таса та паха ҫимӗҫ ӳстересшӗн. Хальлӗхе кунта 2 теплицӑна ӗҫе кӗртнӗ. Тепӗр 8-шне 2026-мӗш ҫул вӗҫӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Паянхи куна хуҫалӑх 15 ҫынна ӗҫе илнӗ. 

Хӑйсен пурнӑҫне ялпа ҫыхӑнтарас текен ҫамрӑксене вара "Молодежь на Суре" форум пӗрлештерчӗ. Ялсен аталанӑвне сӳтсе яврӗҫ вӗсем. Кӑсӑклӑ сӗнӳсене Республика Пуҫлӑхӗ шута илме шантарчӗ. "Пурнӑҫ майӗсене лайӑхлатнипе пӗрлех ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтермелли майсем шырамалла, агропромышленноҫ комплексне аталантармалла. Иртнӗ 5 ҫулта ҫак тӗллевпе 53 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, - терӗ Олег Николаев. 

Республика кунӗ 14 округра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ "Шаг к здоровью" проект ӗҫлеме пуҫларӗ. Унпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ хулапа ялсене куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗсем тата тухтӑрсем ҫитӗҫ. Унта юн пусӑмне виҫме те, анализсем пама та, ЭКГ тума та пулать. Специалистсем кашни кӑмӑл тӑваканӑн сывлӑхне тӗрӗслесе сӗнӳ-канаш параҫҫӗ. Ҫак эрнере ытти муниципалитетсем те ҫак пуҫарӑва хутшӑнӗҫ. 

Диана Иванова, Вероника Павлова, Юрий Марков