Эрех-сӑра вырӑнне — сӗт

Ҫакӑн пек сӑмахсемпе ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗп хулари иртен-ҫӳрен машинсене чарчӗҫ. Вӗсем водительсене ансат ыйтусем пачӗҫ, тӗрӗс хуравлакансене юр-вар парнелерӗҫ. 

Инспекторсем ӳсӗрле руль умне ларни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине тепӗр хут аса илтерчӗҫ. Ҫак акцие пӗрремӗш хут Шупашкарта икӗ эрне каялла ирттернӗ пулнӑ. Хальхинче те тутлӑ продукцие "Рашча" чарӑну ҫывӑхӗнче 50 ытла ҫын илме пултарчӗ. Иртнӗ 5 уйӑхра тӗп хулара ӳсӗрле руль умне ларнӑ 397 ҫынна тытса чарнӑ, пӗлтӗр вара ку кӑтарту 300-пе танлашнӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та инспекторсем сыхӑ тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ акци шутласа кӑлараҫҫӗ.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров