Элӗкре 26-мӗш хут "Вирьял шевлисем" ялкӑшрӗҫ

Ытти ҫулсенче эстрада юррисен фестивалӗ уҫӑ тӳпе айӗнче иртекенчӗ, ку хутӗнче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк конкурсантсемпе хӑнасене тата куракансене районти культура ҫуртне "хӑваласа кӗртрӗ". 

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе фестиваль-конкурс "Вирьял шевлисем" ятлӑ гимн шӑрантарнинчен пуҫланчӗ. Малтан ку тупӑшу район шайӗнче кӑна иртнӗ пулсан, халӗ унӑн географийӗ чылай анлӑланнӑ. Унта ҫулсерен 40 яхӑн хӗрпе каччӑ хутшӑнать. Элӗке Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенчен, Мускав, Тюмень хулисенчен те ҫамрӑк юрӑҫсем килеҫҫӗ. Чӑн та, пандемие пула икӗ ҫул фестивале халӑх пуҫтарса ирттермен. Ҫапах та элӗксенче пултарулӑх хавхаланӑвӗ сӳнмен. Кӑҫал вӑл ҫӗнӗрен вӑй илчӗ. "Вирьял шевлисем" Гран-Прине Шупашкар районӗнчи Алина Кириллова юрӑҫ тивӗҫрӗ. 

Леонид Петров