Экспертсем 2 пин ытла ыйтупа йышӑнма ӗлкӗрнӗ

Республикӑра регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарӑвӗпе 2025-мӗш ҫултанпа "Мирлӗ пурнӑҫа утӑм" проект пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ ведомствӑри специалистсем час-часах хуласене, округсене тухса ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшаҫҫӗ. Хальхинче тӗлпулу Шупашкарти 64-мӗш шкулта иртрӗ. 

Ҫак таранччен 60 ытла ҫӗре ҫитнӗ пулӑшу десанчӗ. Юлашки вӑхӑтра эрнере икшер хут ҫула тухни те пулнӑ. Пуҫару тӗллевӗ - фронтран таврӑннӑ ветерансене лӑпкӑ та мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пулӑшасси, вӗсен ҫемйисем умне тухнӑ йывӑрлӑхсене татса парасси. Паянхи кун тӗлне экспертсем 2 пин ытла ыйтупа йышӑннӑ. 

Юристсем, ҫар комиссариатӗнче ӗҫлекенсем, ветерансене ӗҫпе пулӑшма пултаракансем, психологсем, депутатсем... Хальхинче те йышӑну пӳлӗмӗнче кирлӗ специалистсем пурте пулчӗҫ. Тӗлпулӑва вӗренӳ, ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, строительство министерствисене те явӑҫтарнӑ. 
Хальхинче проект ҫӑмӑллӑхӗсемпе усӑ курас тӗллевпе пулӑшу лапамне 41 ҫын ҫитнӗ, 7-шӗ психологи тренингне хутшӑннӑ.

Алиса Александрова, Денис Афанасьев