Ӗҫ меслечӗ те, цехсен сӑн-сӑпачӗ те саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса пырать

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Агрегат заводӗнче пулса курчӗ. Ертӳҫӗ иртнӗ 2 ҫулта предприятире пулнӑ ҫӗнӗлӗхсене, цехсем мӗнле улшӑннине хак пачӗ.

Инструментсен цехӗнче 100 ытла ҫын ӗҫлет. Ҫулталӑкне кӑларакан продукци калӑпӑшӗ - 14 пин ытла пай. 2024-25-мӗш ҫулсенче цех промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ятарлӑ программине хутшӑнса хальхи технологиллӗ 6 оборудовани туяннӑ. Вӑл штура тимӗре плазмӑпа касакан хатӗр. Вӗсемпе ытларах ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗрентессине завод хӑй ҫине илнӗ.

Фонд витӗмӗпе завод ӗҫне тепӗр технологи кӗртнӗ. Ку вӑл пайсене сыпӑнтарса кивелнӗ хатӗрсене йӗркене кӗртсе оборудовани юсасси. Ҫакӑ юсав тунӑ чухнехи тата материал туяннӑ расхутсене 30 процент таран  чакарма пулӑшать. Ӗҫ меслечӗсем кӑна мар, цехсен сӑн-сӑпачӗ те саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса пырать, специалистсен ӗҫне те ҫӗнӗлле йӗркелесе пыраҫҫӗ. Халиччен тунӑ ҫитӗнӳсем хавхалантараҫҫӗ. Паянхи кун пирӗн промышленность аталанӑвӗн фончӗ ҫӗршывӗпе 7-мӗш вырӑнта.

Алиса Александрова, Виктор Степанов