Ҫуркунне ҫывхарни туйӑнать

Урамра ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ хуҫаланать. Ҫут ҫанталӑк майӗпен ыйхӑран вӑранма пуҫларӗ. 

Ҫынсем ҫуркунне ҫитнине туяҫҫӗ-и? Ҫулталӑкӑн ҫак вӑхӑтне мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илеҫҫӗ? Ҫакна пӗлме эпир хула урамӗсене тухрӑмӑр. Ыйтӑма хутшӑннисенчен пурте тенӗ пекех ҫуркунне ҫитни сисӗнет, терӗҫ. 

- Ҫумарӗ те ҫӑвать, ӑшӑ, хӗрарӑмсем те йӑл кулса ҫӳреҫҫӗ. Тата мӗн кӗтмелле ӗнтӗ? Лайӑх пурнӑҫ. Вӑрҫӑ частарах пӗттӗр тесе кӗтетпӗр, ача-пӑчасем пирӗн сывӑ пулччӑр, мӑшӑр сывӑ пултӑр, ӗҫ пултӑр пирӗн. Час яла кайса пахчасене хатӗрлемелле пулать. Панулми йывӑҫҫисене сапмалла пулать хурт-кӑпшанкӑран. 

- Кӑмал-туйӑмсем аван. Ҫуркунне ҫитни чӑнах та туйӑнать. Кайӑксем юрлама пуҫларӗҫ, хӗвелӗ пӑхать, ҫумӑр та ҫӑвать. 

- Ҫуркунне вӑл савӑнӑҫ. Калчасем лартатӑп. Пахчана кайма хатӗрленетпӗр. 

- Ҫуркунне ҫитни туйӑнать ӗнтӗ. Ҫумӑрӗ те ҫӑвать. Яланах кӗтетпер ӗнтӗ улшӑнусем, лайӑххине, ыррине. 

- Чечек, помидор калчи нумай лартатӑп эпӗ. Ҫуркуннерен нумай кӗтетӗп ҫӗннине. Пурнӑҫланасса шанатӑп, мӗншӗн тесен хам ӗненни, ӗмӗтленни пулса пырать тесе шутлатӑп. 

 

Оксана Верликова, Михаил Солин