Ҫулталӑка пӗтӗмлетекен савӑнӑҫлӑ тӗл пулу

Правительство Ҫуртӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗрлӗ тытӑмра вӑй хуракансене патшалӑх наградисемпе чысларӗ. Сумлӑ хисепе тивӗҫнисемпе пӗрлех мӗн пур ӗҫ коллективне тав турӗ вӑл. 

Залра хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ. Пӗрисем пӗлӳ парас ӗҫре нумай ҫул тӑрӑшаҫҫӗ, теприсем сывлӑх сыхлавӗнче, промышленноҫре, ял хуҫалӑхӗнче, культурӑра. "Сирӗнтен кашниех республикӑн аталанӑвне тӳпе хывнӑ", терӗ пухӑннисене саламланӑ май Олег Николаев. Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе ҫемье институтне ҫирӗплетес, ачасене воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Шупашкарта пурӑнакан Михайловсен ҫемйи "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медальне тивӗҫрӗ. Травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрӗн ушкӑнне Раҫҫей Президенчӗн Тав Ҫырӑвӗпе чысларӗҫ. Тӗрлӗ ведомствӑна ертсе пыракансене "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" ордена тата орден медальне парса хавхалантарчӗҫ. Уявра ҫавӑн пекех хисеплӗ ят илнисем пулчӗҫ. Етӗрнери 2-мӗш вӑтам шкулта физкультура вӗрентекен Александр Александров "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята тивӗҫрӗ. "28 ҫул юратса ӗҫлетӗп. Ачасен ҫитенӗвӗсем вара хавхалантарса пыраҫҫӗ", терӗ вӑл.

Пысӑк хисепе тивӗҫнисен йышӗнче ҫавӑн пекех транспорт, ҫыхӑну, физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, художниксем, артистсем. Пирӗн ӗҫтеш - чӑвашла хыпарлавӑн шеф-редакторӗ Владимир Тимофеев "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанинче вӑл студент вӑхӑтӗнченех тӑрӑшать.

Раҫҫей тата Чӑваш патшалӑх наградисене пурӗ 40 ытла ҫын тивӗҫрӗ. Вӗсем ҫакӑ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен чи хаклӑ парне пулнине палӑртрӗҫ.

Диана Иванова, Игорь Ульянов