Иван Васильевич 1919-мӗш ҫулта Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫитӗнсен Вӑрнарти выльӑх-чӗрлӗх техникумне вӗренме кӗнӗ. 39-мӗш ҫулта 4-мӗш курс студентне ҫар ретне илнӗ. Тепӗр 2 ҫултан вӑрҫӑ тухнӑ. Хӗсметре тӑнӑ салтакшӑн чи хӑрушӑ кунсем пуҫланнӑ. Пӗрремӗш ҫапӑҫусене вӑл Беларуҫри Гродно хулинче кӗтсе илнӗ.
Утлӑ артиллери салтакӗсем ҫинче яваплӑх ытларах та пулнӑ. Ҫӗрлесерен вӗсем ҫерем ҫине лаша ҫитерме тухнӑ. Ҫавна май чылай чухне ыйхӑ мӗнне те пӗлмен. Йӗпе-сапара шурлӑхсем тӑрӑх тупӑ сӗтӗрсе утасси вара чӗр нуша пулнӑ. Ун пек чух чӗлхесӗр янавара итлеттересси те мӗне тӑнӑ.
Ҫапла Воронеж тата 2-мӗш Украина фрончӗ йышӗнче Иван Ермолаев хула хыҫҫӑн хула ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Нихҫан манӑҫми хаяр ҫапӑҫусене вара салтаксем Курск ҫывӑхӗнче кӗнӗ. Чӗрӗ юлса ытларах тӑшмана тӗп тӑвас тесе фашистсене айккинчен ҫавӑрса илме тӑрӑшнине калать ветеран.
Аслӑ ҫӗнтерӗве чӑваш салтакӗ Германири Хемниц хулинче кӗтсе илнӗ. Ҫак пысӑк савӑнӑҫа тӳрех ӗненме те йывӑр пулчӗ тет. Иван Васильевича тепӗр ҫулталӑк хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Закарпатье тӑрӑхне минӑсенчен тасатма янӑ. Унтах вӑл бандеровецсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Чӑваш Ене таврӑнсан фронтовик зоотехникра ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. Партин Йӗпреҫ районӗнчи комитечӗн инструкторӗ пулнӑ, Димитров ячӗллӗ колхоза ертсе пынӑ. Салтак Ҫемен Элкерпе те туслӑ пулнӑ. Унпа пӗр ялтан вӗсем.
50 урлӑ каҫсан Иван Ермолаев Етӗрне тӑрӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӑкӑр завочӗн директорӗнче, райпо ертӳҫипе сӗт-ҫу завочӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Унтах ветерансен канашне ертсе пынӑ. Районти ҫар мухтавӗн музейне йӗркелеме пулӑшнӑ. Халӗ 106 ҫулти ветеран манукӗсемшӗн савӑнать.
Алексей Енейкин, Наталия Егорова