Чурачӑк ялӗ ҫулран-ҫул илемленсе, пуянланса пырать. Иртнӗ ҫулсенче кунта шкула юсанӑ, стадион тунӑ, ҫуртсене ҫӗнетнӗ. Кӑҫал вара ял варринче хӑтлӑ кану паркӗ уҫӑлнӑ. Пурӑнмалли майсене лайӑхлатма пулӑшакан наци проекчӗпе усӑ курса кунта хӑйневӗр кӳлӗ чавнӑ. Ун тавра брусчатка сарса тротуар тунӑ. Уҫӑлса ҫӳрекенсене канма меллӗ пултӑр тесе саксем вырнаҫтарнӑ. Каҫпа вара парка хунарсем ҫутатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ паркра Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов, ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев тата вырӑнти пуҫлӑхсемпе ял хастарӗсем кӳлӗ таврашне илемлетес ӗҫе хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем ачасемпе пӗрле тӑрӑшсах чӑрӑшсем тата туйя тӗммисем лартрӗҫ.
Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑпа усӑ курса чурачӑксем кӑҫал пушар хуралӗн ҫуртне туса лартнӑ. Малтан пушарҫӑсем ялти культура ҫуртӗнче хурал тӑнӑ пулсан, халӗ - ҫак вӗр-ҫӗнӗ депора. Унӑн хакӗ 11 миллион та 200 пин тенке кайса ларнӑ. Ытларах пайне республика панӑ. Вырӑнти хыснаран 4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Халӑх вара 5 процентне пухса панӑ. Ку ӗҫе усламҫӑсем хастар хутшӑннӑ. Ҫуртра хваттертинчен кая мар хӑтлӑ майсем тунӑ. Дежурнӑй валли уйрӑм пӳлӗм пур. Нумай пулмасть кӳрсе килнӗ ҫӗнӗ йышши автоцистерна вара ӑшӑ гаражра тӑрӗ. Ҫак 32-мӗш пушар чаҫӗнче тимлекенсем таврари 4 ял тӑрӑхӗнчи вут-ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫеҫ ҫӑлавҫӑсем 10 хут хӗрлӗ автана хирӗҫ кӗрешме тухнӑ. Ҫакӑн евӗр тепӗр депо кӑҫал Муркаш тӑрӑхӗнче те уҫнӑ. 2027-мӗш ҫулччен вара республикӑра уйрӑм ӗҫлекен тепӗр 7 пушар служби йӗркелемелле.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов