Чуна хумхантаракан тата шухӑшлаттаракан курав

Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин синкерлӗ вӑхӑтне сӑнлакан "Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ" тӑрать. Вӑл паян 19 сехетччен пулать. 10 вакун йышӑнакан экспозици мирлӗ пурнӑҫран пуҫласа ҫар трибуналӗ таранах кӑтартса парать. 

"Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ" тӗнчери пӗртен пӗр иммерсивлӑ тата куҫса ҫӳрекен музей шутланать. Кашни вакунра -  уйрӑм истори. Пӗрремӗшӗнче савӑнӑҫлӑ та хавас сӑн-питлӗ пассажирсене курма пулать. Иккӗмӗшӗнче вара - мирлӗ халӑх хӑрушӑ вӑрҫӑ пуҫланни пирки хыпар илтни. Ҫак самантран пӗтӗм пурнӑҫ чӑл-пар арканать. Хӑрушлӑх, выҫлӑх, вилӗм кунӗсем ҫывхараҫҫӗ. Курава килнисене хӑлхалӑхпа поезд машинисчӗ Лидия хӑйӗн пурнӑҫӗ урлӑ вӑрҫӑн хӑрушӑ кунӗсем пирки каласа парать.  

Куравпа паллашнӑ май ҫав тапхӑра лекнӗ пекех туйӑнать. Ҫак туйӑма хальхи мультимеди технологийӗсемпе усӑ курни вӑйлатать. Пуйӑсри 400 тӑваткал метр декорци, 150 ытла чӑн-чӑн ҫын евӗр тунӑ кӗлеткесем, 50 видеопроектор, 18 видео стена фронта ӑсатнине, концлагӗрсен хӑрушлӑхне, Ленинград блокадине тата Ҫӗнтерӳ кунне ӗнентерӳллӗ сӑнлаҫҫӗ. Экскурси ӗҫне волонтерсем йӗркелесе пыраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче ҫитӗннисем те, студентсемпе шкул ачисем те пур.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кашни ҫемьенех пырса тивнӗ. Вӑл хӑрушшӑн та сӗмсӗррӗн вирхӗнсе кӗрсе темиҫе миллион ҫын пурнӑҫне аркатнӑ. Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе пурте тӳпе хывнӑ. Чӑваш Республикинчен фронта 208 пин ытла ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ таврӑнайман. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пирӗн региона 30 яхӑн завод-фабрика куҫарса килнӗ, 15 эвагоспиталь ӗҫленӗ, 27 пине яхӑн ачана  эвакуациленӗ. Тылри халӑх та салтаксене пулӑшас тӗллевпе ырми-канми  вӑй хунӑ.

Оксана Верликова, Александра Борисова, Вадим Владимиров, Денис Афанасьев