Екатерина Антонова профессипе воспитатель. Малтанах ҫемйипе Канаш тӑрӑхӗнче пурӑннӑ вӗсем. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ пӗр хушӑ ялти ача сатӗнче тӑрӑшнӑ. Торт пӗҫерессипе ун чухнех кӑсӑкланнӑ. Вӑл хатӗрлекен пылак ҫимӗҫпе тӑванӗсем савӑнсах сӑйланнӑ, ҫывӑх ҫыннисем малалла ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Ҫапла пӗри те тепри уяв тӗлне торт пӗҫерсе пама ыйтнӑ. Декретра чухне малалла аталанасси пирки шутлама пуҫланӑ Екатерина. Ятарлӑ килӗшӳ туса пӗр-пӗр ӗҫ пуҫарма май паракан программа пирки пӗлсен 3 ача амӑшӗ пӗрре те иккӗленмен. Унӑн проектне ырласа ӗҫре кирлӗ хатӗрсем, материал туянма 350 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Сӑмах май, хушма хуҫалӑх тытакансем 200 пин тенкӗ таран, пӗр-пӗр профессие алла илес текенсем 30 пин илме пултараҫҫӗ. Нумай пулмасть ҫемйипе Шупашкара пурӑнма куҫнӑ хӗрарӑм тӗпелте торт пӗҫерет.
Хальлӗхе кондитер 10 тӗрлӗ торт тума пӗлет, ытти пылак ҫимӗҫ хатӗрлесе те ӑсталӑхне туптать. 3 хӗрӗ амӑшӗ ҫемье валли тутли хатӗрленӗ чухне хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.
"Социаллӑ контракт хӗрарӑмсене юратнӑ ӗҫпе аппалансах тупӑш илме май парать, пӗрремӗш утӑмсене тума пулӑшать", - тет тав туса Екатерина Антонова.
Алиса Александрова, Святослав Петров