Чи лайӑххи ята тупӑшура ҫӗнсе илчӗҫ

Республикӑра патшалӑх тата муниципалитет тытӑмӗнче ӗҫлекен чи лайӑх служащисене чысларӗҫ. Хӑйсен ӗҫӗсене конкурса 31 ҫын тӑратнӑ. 

Конкурс республикӑри влаҫ органӗсен тата ведомствӑсен ӗҫ пахалӑхӗпе сумне ӳстерме тивӗҫ. Тӳресем патшалӑх служащисен 8, муниципалитетра ӗҫлекенсен 23 проектне хак панӑ. Тупӑшӑва хутшӑнакансем ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи информацие пӗр ҫӗре пухассипе, социаллӑ центрсене ҫӗнетессипе, искусствӑлла интеллектпа усӑ курассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех ял-хула тӑрӑхӗсене тирпей-илем кӗртес, хӑтлӑлатас пирки те ҫырнӑ. Етӗрне тӑрӑхӗн администрацийӗнчи пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Васильева "Чи лайӑх наставник" номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Унӑн проекчӗ муниципаллӑ службӑра вӗренӳ ӗҫне аталантарассипе ҫыхӑннӑ. 

Етӗрне тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Евгений Садиков вара "Территори уйрӑмӗн чи лайӑх муниципаллӑ служащийӗ" ҫӗнӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ.

Конкурса хутшӑнакансем валли тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче вӗсем аналитикӑллӑ эссе ҫырма вӗрентекен ӑсталӑх сехетне, тӗрлӗ тренингсене хутшӑннӑ. "Россия-страна возможностей" платформӑра йӗркеленӗ тест ыйтӑвӗсене те хуравланӑ. 

Диана Иванова, Игорь Зверев