Чӗресене ҫемҫетсе кӑмӑла ҫӗклекен уяв

Мӑнкун ҫитнине халалласа Шупашкарта православи халӑхне пӗрлештерекен концерт иртрӗ. 

Савӑнӑҫлӑ концерта ҫӗршыври паллӑ юрӑҫ Юлия Славянская уҫрӗ. Православи юррисене шӑрантаракан артиста курма халӑх тӗрлӗ ял-хуларан пуҫтарӑнса килнӗ. Юлия Славянская хӑйӗн юррисем урлӑ халӑха килӗшӳпе юратура пулма, пӗр-пӗрне хакласа пурӑнма вӗрентет. Ҫемьесем ачасемпе йышланса ҫирӗпленсе пыччӑр, тет. Юрӑ юрланӑ чух та сцена ҫине залри ачасене чӗнсе кӑларать. Вӗсене тӗрлӗрен кӗвӗ хатӗрӗпе калаттарса савӑнтарать.

Аслӑ мӑнкун ячӗпе йӗркеленӗ уяв республикӑра 10-мӗш ҫул тухса тӑракан "Ырӑ хыпар" журнал вулаканӗсене пухрӗ. Унӑн редакторӗ, ҫак концерта йӗркелекен Вера Савельева хӑйӗн вулаканӗсене тахҫанах тупнӑ темелле. Тӑван чӗлхепе пичетленекен православи журналӗн тиражӗ халӗ 2400 экземплярпа тухать.

Православи уявӗн концертне "Ҫавал" ансамбльпе Кӳкеҫри ачасен "Феерия" ушкӑнӗ илем кӳчӗҫ. Курма килнисене илемлӗ юрӑсемпе, ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Васильев юрӑҫ та пухӑннисене пурте пӗлекен юратнӑ юрӑсемпе саламларӗ.

Ҫак уяв православи тӗнне ҫирӗплетме пулӑшнипе пӗрлех ҫӗршыври халӑхсене пӗр пулса ҫирӗп туслӑхра пурӑнма вӗрентекен ырӑ пулӑм пулса тӑчӗ.

Алексей Енейкин