Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче йӑлана кӗнӗ "Архив каҫӗ" акци иртрӗ

Кӑҫал ӑна халӑхсен пӗрлӗхӗпе ҫар операцийӗн паттӑрӗсене халалларӗҫ.

Аваллӑх управӑшӗ тӑтӑшах шкул ачисемпе студентсене, волонтерсене, тӗрлӗ организаци хастарӗсене илӗртет. Ку - халӑх тӑван тавралӑхпа тата унӑн историйӗпе кӑсӑкланнине ҫирӗплетет. Ҫулсерен иртекен ҫут ӗҫ акцийӗ вӑхӑтӗнче вара архив алӑкӗ пуриншӗн те уҫӑ. Хӑнасене кунта юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ.

Архив каҫӗ "Культурӑсем расна пулсан та, астӑвӑм пӗр" девизпа иртрӗ. Хӑнасем "Ӗмӗрсем витӗр пӗрле" историллӗ куравпа паллашрӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑнса документсен ӗмӗрне тӑсас ӗҫӗн кӑткӑс саманчӗсемпе кӑсӑкланчӗҫ. Пухӑннисем кӑмӑла ҫемҫетекен юрӑсемпе те киленме пултарчӗҫ.

Архивистсем акци каҫӗн ытларах пайне ятарлӑ ҫар операцине халалларӗҫ. Малтанах ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса шӑп тӑчӗҫ. Тӗлпулура ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемпе салтак амӑшӗсене, фронта тӳрӗ кӑмӑлпа пулӑшакансене чысларӗҫ. Уйрӑмах Елчӗк ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлне Николай Петров Раҫҫей Геройне ырӑпа асӑнчӗҫ. Истори архивӗн директорӗ Галина Ертмакова Николай Петровӑн амӑшпе асламӑшне тутӑрсем ҫыхса ячӗ. Паттӑрӑн ашшӗне вара ветерансен пӗрлӗхӗ "Ҫӗнтереве тӳпе хывнӑшӑн" медальпе чысларӗ. Нумай пулмасть, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Николай Петрова асӑнса "Паттӑрсем вилмеҫҫӗ" ятлӑ спектакль лартнӑ. Драма авторӗ - Ольга Туркай. 

Архив каҫӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Виктор Ивановӑн амӑшне те - педагогика ӗҫӗн ветеранне Елена Иванована кӑмӑлтан хисеп турӗҫ. Ҫапла чӑн-чӑн патриотсем пур чух Раҫҫей яланах ҫирӗп пулассине палӑртрӗҫ. 

Алексей Енейкин, Виктор Чугаров