Чӑваш Енри харӑсах темиҫе ялта кӗлӗ ҫурчӗсем тӑваҫҫӗ

Республикӑра халӑх пуҫарнипе тата ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑмӑртмалла тенӗ пек пысӑках мар кӗлӗ ҫурчӗсем ҫӗклеҫҫӗ. Пӗр кунта харӑсах Елчӗк тӑрӑхӗнчи Кивӗ Арланкассинче тата Муркаш ҫӗрӗнчи Ҫеменкассинче тӑвакан часовньӑсем ҫине куполсем вырнаҫтарчӗҫ.

Оринин тӑрӑхне кӗрекен 14 ялшӑн чылайранпах кӗтнӗ савӑнӑҫлӑ пулӑм ҫывхарса пырать. Кунта вырнаҫнӑ Ҫеменкасси ял ҫӑвинче кирпӗчрен купаланӑ илемлӗ часовня хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна тӑвас ӗҫре уйрӑмах ҫывӑхри Атапай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Павел Вязов тӑрӑшать.

Ҫӗнӗ чиркӳ уйрӑмах ку тӑрӑхри 7 ялшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫеменкасси масарне ҫывӑхри Сентимӗр, Пиккикасси, Вӑрманкас, Пӑсӑрман тата Патаккасси ҫыннисене пытараҫҫӗ.

Ҫывӑхри Оринин чиркӗвӗн пачӑшки Инокентий игумен тавраран пухӑннӑ халӑхпа пӗрле кӗлӗ ирттерчӗ. Хӗреслӗ купола тур шывӗ сапса сӑвапланӑ хыҫҫӑн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарчӗҫ. Ҫак чунсене телейпе тултаракан савӑнӑҫлӑ саманта курма ҫывӑхри ялсенчен чылай ҫын пухӑнчӗ.

Тӑван тӑрӑха пулӑшакансем пур чух ял халӑхӗ ырӑ ӗмӗтсемпе тата пысӑк шанӑҫпа пурӑнать. Ҫӗнӗ часовньӑна вара Петӗрпа Павӑл апостолсен ячӗпе Питравра уҫма палӑртаҫҫӗ. 

Алексей Енейкин