Шупашкара ҫӗршыври 28 регионтан 100 ытла спортсмен килнӗ. Михаил Дегтярёв вӗсене паттӑрлӑхӗшӗн, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗшӗн тав турӗ. Унтан министр Правительство ҫуртӗнче Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗ. Паян физкультурӑпа тата спортпа регионта пурӑнакансен 62 проценчӗ туслӑ. 2025 ҫулта ГТО нормисене пурнӑҫлас енӗпе Чӑваш Ен федераци рейтингӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республика ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртрӗ хӑна. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спортсменсемпе ҫак тытӑмра ӗҫлекенсене ведомство наградисемпе чысларӗ, спорт мастерӗ ята ҫирӗплетекен документсем пачӗ. Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗ ҫумӗнчи йӗлтӗр трасси те спортсменсем валли ҫӗнӗ майсем уҫать. Ҫак лапама та Михаил Дегтярёв пысӑка хурса хакларӗ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов, Вадим Владимиров








