"Ҫемье Зарници" кӑҫал пуҫласа иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗсем - "Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фонд, "Юнарми", "Движение Первых" юхӑмсем, "Воин" центр тата Хӳтӗлев министерстви. Финала ҫитме ҫемьесен малтан регионти тупӑшура ҫӗнтермелле, унтан онлайн мелпе иртнӗ тапхӑрта хӑйсен пултарулӑхне тата Раҫҫей историне пӗлнине кӑтартмалла пулнӑ. Командӑра - тӑваттӑн: ашшӗпе-амӑшӗ тата 12 ҫултан аслӑрах икӗ ачи. Семёновсем "Ҫӗрпӳ патриочӗсем" ушкӑна чӑмӑртаннӑ. Ӑмӑртусене хатӗрленме вӗсене "Воин" центр инструкторӗсем пулӑшнӑ. - "Зарницӑна" пӗтӗм ҫемьепе пӗрле хутшӑнма май пуррине пӗлсен хаваспах килӗшрӗмӗр. Кунта пирӗн пекех хастар, туслӑ ушкӑнсем пухӑннӑ. Пурте пӗр-пӗрне хавхалантарса, пулӑшса пыраҫҫӗ", - тет Ольгӑпа Дмитрий Семёновсен хӗрӗ Настя. Финалта ҫемьесем йывӑр лару-тӑруран тухмалли майсене, пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсемпе усӑ курма пӗлнине кӑтартрӗҫ, пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Икӗ ҫар ушкӑнне пайланса тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫас ӑсталӑхне те туптарӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен Волгоградри паллӑ вырӑнсене ҫитсе курма та май пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене "Сталинградская битва" музей-панорамӑра чысларӗҫ.
Пӗрремӗш вырӑна Волгоград облаҫӗнчи ҫемье йышӑнчӗ. Пирӗн ентешсем, "Ҫӗрпӳ патриочӗсем", иккӗмӗш пулчӗҫ. "Ҫемье Зарницине" йӑлана кӗртсе ҫулленех ирттерме палӑртнӑ.