Чӑваш Енре юхан шыв порчӗсенче тӑрӑшакансен ҫӗршыври ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ

"Профессире чи лайӑххи" ятпа йӗркеленӗ тупӑшӑва 6 регионти юханшыв порчӗсенче ӗҫлекенсем пухӑннӑ. 

Ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшӑура 7 юхан шыв портӗнче тӑрӑшакан 29 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен хӑйсен ӑсталӑхне 3 дисциплинӑра кӑтартма тиврӗ. Вӑл шутра погрузчик водителӗсем, кран машинисчӗсем уйрӑм тупӑшрӗҫ. Ку ӗҫе конкурса хутшӑнакансем куллен тӑваҫҫӗ пулин те, ӑмӑрту йӗрки яланах кӑсӑклӑ та хумхануллӑ. Паллах, чи хастаррисен йышӗнче Шупашкарти юхан шыв порчӗн ушкӑнӗ пулчӗ. Конкурсра вӗсем улттӑн вӑй виҫрӗҫ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ - юхан шыв портӗнче ӗҫлекенсен сумне ӳстересси, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ытларах ҫынна паллаштарасси.

Кран машинисчӗсен дисциплининче 11 ҫын тупӑшрӗ. Вӑл чи йышлӑ конкурс пулчӗ. Вӑйлӑ ҫил пулнине пӑхмасӑрах машинистсем тӗрлӗ хӑнӑхтару пурнӑҫларӗ. Витрене тата машин урапине грейферпа кирлӗ вырӑна ҫӗклесе ҫитермелле пулчӗ тата ытти те. Ку дисциплинӑра тата пӗтӗмӗшле конкурсра пӗртен-пӗр хӗрарӑм ӑсталӑхне кӑтартрӗ. Елена Волик Шупашкарти юхан шыв портӗнче 19 ҫул вӑй хурать. Кран машинисчӗн профессине вӑл ашшӗне пула суйласа илнӗ. Ҫакӑншӑн пӗртте ӳкӗнмест. Халӗ унӑн ҫулӗпе ывӑлӗ кайма ӗмӗтленет. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене укҫан преми парса хавхалантарӗҫ.

Оксана Верликова, Виктор Степанов