Чӑваш Енре ырӑ ӗҫ тӑвакансене пулӑшакан центр хута ярасшӑн

Ҫакӑн пирки волонтерсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтерчӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ волонтерсене уявпа саламларӗ, обществӑлла наградӑпа - ырӑ ӗҫ тӑвакансен юхӑмне аталантарнӑшӑн паракан медальпе чысларӗ. Шупашкарти волонтерсен центрне 5 ҫул каялла йӗркеленӗ. Ун йышӗнче 4 пин хӗрпе каччӑ тата 200 яхӑн "кӗмӗл волонтер". Вӗсем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ, пултарулӑх, экологи тата спорт проекчӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хальхи пандеми тапхӑрӗнче те пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ: ватӑсемпе сусӑрсене, чирлисене эмелпе, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ.

 
Владимр Тимофеев, Екатерина Данилова, Михаил Солин