Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем валли пӗрремӗш хут ГТО фестивалӗ иртрӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри "Нашим Героям" акципе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ ӗҫ-пуҫ 150 ытла ҫынна пӗрлештерчӗ. Вӑл шутра "Время СВОих" программӑна хутшӑнакансене, вӗсен ҫемйисене тата "Защитники Отечества" патшалӑх фончӗн регионти филиалӗн социаллӑ координаторӗсене. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

2025-мӗш ҫулта Чӑваш Енре ГТО юхӑмӗ татах та анлӑланни куҫкӗрет. Унта 130 пин ытла ҫын регистарциленнӗ, 85 пинӗшӗ нормативсене пурнӑҫлама пуҫланӑ. Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче Чӑваш Ен 1-мӗш вырӑнта, Раҫҫейӗпе - 3-мӗш. Кӑҫалхи старта хӑйне евӗрлӗ реабилитаципе те танлаштарма пулать. Ветерансемшӗн вӑл хутшӑну тата пӗрлӗх лапамӗ пулса тӑчӗ. Ӑмӑртусенче кашни харпӑр хӑйшӗн тата ушкӑнпа тупӑшрӗ. Туртӑнса, тӑршшӗне сиксе, тӗрлӗ хӑнӑхтару туса вӑй виҫрӗҫ. Фестивале хутшӑнакансем хӑйсен ҫирӗплӗхне тивӗҫлӗ шайра кӑтартса пачӗҫ, ГТО - регионӑн спорт никӗсӗ пулнине тепӗр хут ӗнентерчӗҫ. 

Алиса Александрова