Чӑваш Енре "СгущONка" ятпа ҫамрӑксен вӗренӳ форумӗ иртрӗ

Вӑл пултаруллӑ яш-кӗрӗме хамӑр республикӑран кӑна мар, юнашар регионсенчен те пухрӗ. Пилӗк кун хушши вӗсем тӗрлӗ экспертпа тӗл пулчӗҫ, ӑсталӑхне туптарӗҫ.

Шупашкар районӗнчи таврапӗлӳпе туризм центрӗнче ҫамрӑксем пилӗк кун палаткӑсенче пурӑнчӗҫ, апат вара кӑвайт ҫинче пӗҫерчӗҫ. Чылайӑшӗ пӗрремӗш хут кун пек ӗҫ-пуҫа хутшӑнчӗ. Форум "СгущONка" ятлӑ пулин те, ҫамрӑксем пылакпа кӑна ҫырлахмарӗҫ. Пысӑк хурансенче макаронпа аш тата ытти техӗмлӗ апат пӗҫерчӗҫ. Тутӑ хырӑмпа ҫӗннине ӑша хывма кӑмӑллӑрх-ҫке. Вӗренӳ программи - анлӑ. Яш-кӗрӗмпе паллӑ режиссерсем, музыкантсем тата фотографсем тӗл пулчӗҫ. Юнашар регионсенчен те экспертсене чӗннӗ. 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров