Чӑваш Енре республикӑн Экологи атласне кӑларас тӗллевлӗ

Унта ҫут ҫанталӑкӑн паллӑ вырӑнӗсене, илемлӗ кӗтесӗсене кӗртӗҫ. 2024-мӗш ҫула регионта Экологи ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май, ҫак пулӑм пӗлтерӗшӗ пысӑк. 

Ҫут ҫанталӑк министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Экологи ҫулталӑкӗнче пурӗ 100 ытла тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл шутра йӑлана кӗнӗ "Астӑвӑм сачӗ" тата "Раҫҫей шывӗ" акцисем, "Республикӑри чи лайӑх вӑрман хуҫалӑхӗсем" конкурс, ҫӑлкуҫсене тасатас тӗллевпе пуҫарнӑ фестиваль тата ытти те. Унсӑр пуҫне ялсене тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхсем те пӑхса хунӑ. Сӑмахран, Чӑваш Енри юманлӑхсене тӗпчессипе Пӗтӗм Раҫҫейри семинар ирттермелле. Ҫавӑн пекех республикӑн экологи атласне йӗркелесшӗн. Ӗҫ-пуҫа муниципалитетсене те явӑҫтараҫҫӗ. Ахаль ҫынсен шухӑшӗпе вара Экологи ҫулталӑкӗнче мӗне ытларах тимлӗх уйӑрмалла? Ҫакна пӗлес тесе эпир ыйтӑм ирттертӗмӗр.

Диана Иванова, Димитрий Макаров