Пӗрремӗш кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑйсен ӑсталӑхне бульдозер тата экскаватор машинисчӗсем кӑтартрӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ енпе тупӑшрӗҫ. Вӑл шутра хӑватлӑ машин ӑскӑчӗпе мечӗксене тӗртсе ячӗҫ, ҫӗре кӑпкалатмаллипе витресене куҫарса лартрӗҫ тата ытти те. Ӑмӑрту ҫӑмӑл пулмарӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк та чӑрмав кӳчӗ. Пысӑк техникӑпа ҫӳреме пӗлни кӑна ҫителӗксӗр, унӑн габаричӗсене те лайӑх туймалла. "Чи малтанах машинистсем тӗрлӗ хӑнӑхтарӑва тӗрӗс пурнӑҫланине тата хӑвӑртлӑхне шута илетпӗр", - терӗ конкурсӑн тӗп тӳри Алексей Леонтьев. Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Сергей Степанов "Кетра" заводра ӗҫлет. Вӑл бульдозерпа пӗрремӗш ҫул мар вӑй хурать, конкурссене та тӑтӑшах хутшӑнать.
Профессионалсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫесене тӑватӑ номинацире палӑртрӗҫ. Чи лайӑххи ята ҫӗнсе илессишӗн бульдозерпа экскаватор машинисчӗсем, шалти ӗҫсем тӑвакансенсемпе кирпӗч хуракансем тупӑшрӗҫ. Вӗсем пурте хӑйсен регионӗсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем. Тӳресем вӗсен ӗҫне те тӗрлӗ енпе хакларӗҫ.
Кирпӗч хуракансен ӑсталӑх конкурсӗ Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче иртрӗ. Пӗтӗмпе тӗрлӗ регионти 10 специалист тупӑшӑва хутшӑнчӗ. Пӗрремӗш кунне вӗсем теори ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, иккӗмӗш кунне вара хӑйсен пӗлӗвне ӗҫре кӑтартрӗҫ. Комисси маҫтӑрсен ӑсталӑхне, ӗҫ пахалӑхне, хӑвӑртлӑхӗпе тирпейлӗхне хакларӗ.
Чӑваш Ен чысне Алексей Петрянкин тивӗҫлӗн хӳтӗлерӗ. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Шалти ӗҫсене тӑвакансен номинацийӗнче вара "Честр-инвест" пӗрлешӳри Василий Сергеев мала тухрӗ. Чи пултаруллисене раштав уйӑхӗнче Мускавра чыслаҫҫӗ.
Елена Дмитриева, Александра Борисова, Ярослав Яковлев, Вадим Владимиров, Святослав Петров








