Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Атте кунне уявларӗҫ

Республикӑри чи хастар та пултаруллӑ арçынсене Чӑваш патшалӑх университечӗн керменӗнче чысларӗҫ.

Раҫҫейри 20 ытла регионта Атте кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ăна Чӑваш Енре ирттерес пирки çуркунне регион ертӳҫи пуҫару тунă. Малашне кашни кӗркунне республикăра маттур та хастар арçынсене чыслӗҫ. Шупашкарта йӗркеленӗ уява республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чи маттур арçынсем ҫитнӗ. Вĕсем Чӑваш Енри ашшӗсен Канашне кӗреҫҫӗ. Паян унта 3 пин ытла арҫын шутланать. Хастарсем социаллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе нумай ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ ĕç-пуç йӗркелеҫҫӗ, ҫамрӑксене тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулăшас тĕлĕшпе тимлеҫҫӗ. 

 


Елена Дмитриева