Чӑваш Енре "Ертӳҫӗсен команди" конкурсӑн ҫурма финалӗ иртрӗ

Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн администрацийӗ регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарӑвӗпе 2020 ҫултанпа йӗркелет. 

Кӑҫал "Ертӳҫӗсен ушкӑнне" лекес текенсенчен 314 заявка йышӑннӑ, 105 ҫын ҫурма финала тухнӑ. Вӗсем хатӗрленӗ проектсене экспертсем хак пачӗҫ. Хастарсен сӗнӗвӗсене сӳтсе явма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑнчӗ.  Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс Правительствӑра тӑрӑшакансемшӗн те усӑллӑ. Ыттисен шухӑшне пӗлни ку е вӑл ыйту ҫине урӑх куҫпа пӑхма пулӑшать. Финанс пӗлӗвне ӳстересси, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсене вӗрентесси, ача-пӑча лагерӗсене аталантарасси, ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелесси - кашни проект хӑйне май кӑсӑк.

Ҫурма финалта виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗ проекта палӑртрӗҫ. Конкурс финалӗ авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче пулать, унта 25 ҫын тӗл пулӗ. Чи пултаруллисене патшалӑх тытӑмӗнчи кадрсен резервне кӗртӗҫ.

Ксения Потапова, Ярослав Яковлев, Святослав Петров.