Чӑваш Енре "1-мӗш пост" проект пурнӑҫланать 

Унпа килӗшӳллӗн шкул ачисем Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче тата Куславкка районӗнчи Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ астӑвӑм комплексӗнче хурал тӑраҫҫӗ. 

Ҫак сумлӑ та яваплӑ ӗҫе 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи чи маттур та пултаруллӑ ҫамрӑксене кӑна явӑҫтараҫҫӗ. Пурте вӗсем лайӑх паллӑсемпе вӗренекенсем, тӗрлӗ конкурс-олимпиада ҫӗнтерӳҫисем. Палӑк умӗнче шкул ачисем кашни кун 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен тӑраҫҫӗ. Вӗсене валли тивӗҫлӗ майсем туса панӑ. Халӗ хӗллехи ҫи-пуҫпа, ҫумӑр е юр ҫусан вӗсене шыв витмен тумпа тивӗҫтерӗҫ, хӑйсен черетне вара ачасем ӑшӑ пӳлӗмре кӗтсе илеҫҫӗ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, ҫак проект ҫитӗнекен ӑрӑва яваплӑ пулма, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме, юратма вӗрентет. 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов