Раҫҫей вӑйӗ - халӑхсен туслӑхӗнче. Ҫӗршывшӑн паллӑ кун пирӗн республикӑна Тутар Республикин Вӗренӳ министрӗ Ильсур Хадиуллин ӗҫлӗ ҫӳревпе килсе ҫитрӗ. Дмитрий Захаровпа пӗрле вӗсем Каҫал тӑрӑхӗнчи Тукай Мишер шкулӗнче тата Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртамра пулса курчӗҫ. Телекӗпер меслечӗпе Запорожье облаҫӗнчи Бердянск округӗпе ҫыхӑнӑва тухрӗҫ, ҫак кун пӗлтерӗшӗ пирки калаҫрӗҫ. Ку тӑрӑх Чӑваш Еншӗн уйрӑмах ҫывӑх. Пирӗн республика унти халӑха, учрежденисене хӑй хӳттине илнӗ. Донецк, Луганск, Запорожье, Херсон Раҫҫей йышне таврӑннӑ кун - пин-пин ҫыншӑн пысӑк уяв. 3 ҫул вӗсем хӑрушсӑрлӑхра, шанчӑклӑ тӗреве туйса пурӑнаҫҫӗ. Пирӗн регион та яланах пулӑшу пама хатӗр. Паянхи кун чӑваш салтакӗсем те ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Оксана Верликова, Игорь Ульянов