Чӑваш Ене Индонези Республикин делегацийӗ килнӗ

Ҫӳрев тӗп тӗллевӗ - суту-илӳ ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетесси. Индонези Чӑваш Ен партнерӗсен хушшинче экспорт енепӗ 33-мӗш, импортпа 27-мӗш вырӑнта. Хӑнасем промышленность предприятийӗсенче, сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсенче пулса кураҫҫӗ.

Чи малтанах хӑнасем Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи нихҫан сӳнмен ҫулӑм умне чечексем хучӗҫ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене сума сурӗҫ. Ҫӳрев программи пуян. 1-мӗш кунне хӑнасем тӗп хулари пысӑк предприятисенче, "Куҫ микрохирургийӗ" больницӑра тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пулса курчӗҫ. Индонези Посолӗ пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, технологисемпе улшӑнма хатӗр пулнине каларӗ. Чӑваш Енрен аякри ҫӗршыва тӗрлӗ хатӗр, механика япалисем ӑсатаҫҫӗ. Унтан вара пирӗн пата тӑвар, чул, извеҫ тата цемент кӳрсе килеҫҫӗ.

Делегаци ҫавӑн пекех "Релематика" пӗрлешӳ ӗҫӗпе паллашрӗ. Вӑл электрохатӗрсем кӑларассипе Раҫҫейре малтисен шутӗнче. Хӑнасене уйрӑмах микропроцессорлӑ тата автоматика комплексӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Хосе Антонио Морато Таварес палӑртнӑ тӑрӑх, Индонезире ҫанталӑка пула электроэнергипе тивӗҫтерессипе час-часах йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫавӑнпа шанчӑклӑ ӗҫлекен хатӗрсем кирлӗ. Аякран килнӗ хӑнасем унсӑр пуҫне "Экра" предприятине ҫитрӗҫ. Чикӗ леш енчи делегаци производствӑна пысӑк хак пачӗ. Паян вӗсем республикӑри ертсе пыракан предприятисемпе малалла паллашаҫҫӗ. Ыран вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулаҫҫӗ, "Паха тӗрӗ" пӗрлешӗвӗн ҫавра ҫулне халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухӑва хутшӑнаҫҫӗ.

Диана Иванова, Михаил Нагоркин, Святослав Петров, Вадим Владимиров