Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑра пурӑнакансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ

Кӗлкешсем клуб ҫуртне ҫӗнетсе парасса кӗтеҫҫӗ, Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ патне шыв нуши илсе ҫитернӗ. Олег Николаев республика ҫыннисене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Тӗл пулӑва тӑваттӑн килнӗ. 

Улатӑрта пурӑнакан Александр Колесникова хулари "Труд" стадион шӑпи кӑсӑклантарать.1982-мӗш ҫултах хута янӑскере тахҫанах ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ. Александр ача-пӑча спорт шкулӗнче тренерта ӗҫлет. Ҫавна май ку ыйту уншӑн уйрӑмах ҫивӗч. Ачасене футболла выляма вӗрентмелли тивӗҫлӗ майсем ҫукки кӑмӑла хуҫать, - тет вӑл. Олег Николаев стадиона юсасси - пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине палӑртрӗ. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программине те кӗртнӗ. Ҫавна май ҫитес икӗ ҫулта унӑн сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑнасса шантарчӗ регион ертӳҫи. Улатӑр тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫре пурӑнакансене вара пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗнчи интернет пахалӑхӗ тивӗҫтермест. 

Ҫитес вӑхӑтра ку ыйтӑва татса парӑпӑр, - терӗ Олег Николаев. Шупашкар округӗнчи Чӑрӑшкассинчен ҫитнӗ Алексей Никандров валли те ырӑ хыпар пулчӗ. Ку ялта вӑл патшалӑх виҫҫӗмӗш ачашӑн панӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫурт лартнӑ. Ун пеккисем кунта 60 ытла кил хуҫалӑхӗ. Пурне те шыв ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Проекчӗ хатӗр, ӑна республикӑн инвестици программине кӗртнӗ, - пӗлтерчӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Кӗлкеш ялӗнче вара клуб ҫуртне ҫӗнетес пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. 

Ҫынсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫни нумай ыйтӑва уҫӑмлатма май парать. Хальхинче сӳтсе явнисене те тимлӗхре тытасса шантарчӗ Олег Николаев. 

Екатерина Фомина, Юрий Марков