Чӑн-чӑн ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пулма вӗренеҫҫӗ

Чӑн-чӑн ҫӗршыв хӳтӗлевҫин хастар та хӑюллӑ пулмалла, кирек епле лару-тӑруран та тивӗҫлӗн тухма пӗлмелле. Чӑваш Енре "Воин" центрӑн 2025-мӗш ҫулти пӗрремӗш смени ӗҫлеме пуҫларӗ. Унта хӑйсен пушӑ вӑхӑтне 300 ытла ҫамрӑк усӑллӑ ирттерӗ. 

Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи яшсемпе хӗрсем "Ҫамрӑк паттӑрсен вӑхӑчӗ" проекта хутшӑнаҫҫӗ. Ҫу каҫипе сменӑсенче 900-ӗн пулса курӗҫ. Ҫар ӗҫне хӑнӑхнипе танах кунта ачасем тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне аталантарма пултарӗҫ, ушкӑнпа ӗҫлеме вӗренӗҫ, пӗр шухӑшлӑ юлташсем тупӗҫ. 

Алла пӑшал тытма вӗренесси, тӗл пересси, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парасси, вӗҫев хатӗрӗсемпе ӗҫлеме хӑнӑхасси, спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе хул-ҫурӑма ҫирӗплетесси... Пулас салтаксене валли хатӗрленӗ вӗренӳ программи анлӑ. Ҫавӑн пекех яш-кӗрӗм ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисемпе, паллӑ спортсменсемпе тӗл пулӗ. 

Смена вӗҫленнӗ тӗле ҫамрӑксене тӗрлӗ хӑнӑхӑва алла илнине ҫирӗплетекен сертификатсем параҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов