Дмитрий ача чухнех ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ. Палӑртни патне ҫирӗппӗн утнӑ арҫын ача. Новосибирскри аслӑ ҫар училищинче вӗреннӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах тупӑшӑва кӗнӗ. 2022-мӗш ҫулти ҫу уйӑхӗнче Донбаса тӑшманран тасатнӑ вӑхӑтра хӑрушӑ ҫапӑҫура аманнӑ. Пурпӗр хирӗҫтӑруран чакман. Йывӑр суранӗ пӑрӑнса ҫӑлӑнма та май паман. Майор Украина салтакӗсене ҫывхартса хӑйпе пӗрле тепӗр 3 тӑшмана сирпӗтнӗ. Дмитрий Семенов тӑван ҫӗршывшӑн хӑйӗн кун-ҫулне хӗрхенмен. Паттӑрла ӗҫӗшӗн ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Геройӗ ят панӑ. Пухӑннисем пӗр минут шӑп тӑрса ентешне асӑнчӗҫ.
Шкулта та ҫак кун тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа асрӑ юлӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтаксене сума суса курав йӗркеленӗ. Ҫапла майпа ҫӗршывшӑн пурнӑҫне шеллемен юлташӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗ чыс тӑвас тенӗ. "Пирӗн вӑхӑтри Геройсем" экспозицин малалли пайӗ истори кабинетӗнче. Унта пирӗн салтаксен фронтри ҫи-пуҫне курма пулать, хӗҫ-пӑшалӑн хӑш-пӗр пайӗсем те пур. Тӗрлӗ тапхӑрти вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнисен тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ.
Раҫҫей геройӗ Дмитрий Семенов ячӗллӗ шкулта та хӑйсен паттӑрӗпе мӑнаҫланаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов