Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхне культура урлӑ кӑтартни

Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енри Культура, Вӗренӳ министерствисен пуҫарӑвӗпе регионта "Аслӑ Раҫҫей" патриотла акци пырать. Ҫак кунсенче юрӑҫсем ятарлӑ концерт программипе кӑнтӑр енчи районсене ҫитрӗҫ. 

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи Оперӑпа балет, Вырӑс драма театрӗпе пӗрле уйӑхӗпех республикӑри районсем тӑрӑх ҫул ҫӳреҫҫӗ. Акцие йӗркелекенсенчен пӗри Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, "Ылтӑн маска" наци театр премийӗн лауреачӗ Татьяна Печникова. Вӑл Мускав хулинчи Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗнчи студентсене вокал ӑсталӑхне вӗрентет. Чӑваш Енре те опера юрӑҫисем, музыка училищинче пӗлӳ илекенсем валли пӗрре мар мастер-классем ирттернӗ. "Великая Россия" акци программинче паллӑ вырӑс композиторӗсен - Глинка, Римский-Корсаков, Чайковский, Рахманинов романсӗсем. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи хайлавсем. Акципе килӗшӳллӗн юрӑҫсем кашни района ҫитме палӑртнӑ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров