Ҫӗнтерӳҫӗсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ 75 шӑпа

Республикӑри икӗ сумлӑ ветеран Пӗтӗм Раҫҫейри сӑн ӳкерчӗксен проектне хутшӑннӑ. Ӑна Раҫҫейри халӑх фрончӗпе патриотсен цетрӗ йӗркеленӗ.

Ҫак ӗҫ-пуҫа пӗтӗм ҫӗршыв хутшӑнать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем ветерансем патне килрен ҫӳресе вӗсене сӑн ӳкерсе кайнӑ. Унтан фотографисенчен ятарлӑ баннерсем хатӗрлесе хулари чарӑну павильонӗсене вырнаҫтарнӑ. Ҫак хисепе тивӗҫнисенчен пӗри - Шупашкарта пурӑнакан Агриппина Янович, тепри - Канаш хулинче пурӑнакан 98 ҫулти Феодора Стеклова.

Алексей Енейкин, Никита Углев