Кӑҫал проектӑн иккӗмӗш тапхӑрне пурнӑҫлассишӗн 12 пин ытла хула ҫынни сасӑланӑ. Халӗ Собор тӳремӗнче брусчатка улӑштараҫҫӗ, ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетеҫҫӗ, хушма ҫулсем туса купель таврашне йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Ҫакӑнпа пӗрлех ҫывӑхри пӗчӗк юхан шыв хӗрринче ӗҫсем пыраҫҫӗ. Халӗ рабочисем ҫыранлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ, малашне кунта сӑнав лаптӑкӗ тума палӑртаҫҫӗ. Собор тӳремӗ кӑҫал та тирпей-илем кӗртмелли объектсемшӗн иртнӗ сасӑлав ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Ҫакӑ ку кӗтесе улӑштарассипе ҫитес ҫул малалла ӗҫлессине пӗлтерет. Кунта хушма кану вырӑнӗсем йӗркелемелле, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтармалла тата йывӑҫ-тӗм лартмалла.
Чиркӳ ҫывӑхӗнчи лаптӑк - ҫӗнӗшупашкарсен юратнӑ кану вырӑнӗ. Кашни кунах кунта ҫамрӑксем, аслӑ ӳсӗмрисем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑна тирпей-илем кӗртни пуриншӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм.
Ксения Потапова, Вадим Владимиров








