Ҫӗнӗ Шупашкар 62-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ

Химиксен хулинче пурӑнакансемшӗн ҫак уяв тӗрлӗ пархатарлӑ ӗҫпе, паллӑ пулӑмсемпе асра юлӗ.

Аталану ҫулӗпе утакан ҫамрӑк хуламӑр ҫулран-ҫул ӳссе, капӑрланса пырать. Кунта хими промышленнӑҫӗпе пӗрлех тӗрлӗ ҫӗнӗ производствӑсем вӑй илеҫҫӗ, урамсемпе кану вырӑнӗсем илемленеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ уяв та пӗрремӗш хут хулан ҫӗнелнӗ ҫыранлӑхӗнче иртрӗ. Олег Николаев сӑмахӗпе, ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта тата пысӑк улшӑнусем пулмалла. Хулара нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлекен пӗрлешӳ сахал мар. Арҫын кӗпи ҫӗлекен "Элита" фабрика, калӑпӑр, кӑҫал 30 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать. Ҫак вӑхӑтчен пӗрлешӳре 15 миллиона яхӑн кӗпе ҫӗленӗ. Саккассем килсех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар кунӗ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫпа кӑсӑклӑ иртрӗ. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров