Ҫӗнӗ хваттере куҫасси хальлӗхе паллӑ мар

Етӗрнери юхӑннӑ ҫуртсенче пурӑнакансене тата кӑштах кӗтме ыйтаҫҫӗ.

Нумай пулмасть эпир Етӗрне хулинчи юхӑннӑ ҫуртсем ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ. 60-70-мӗш ҫулсенче тунӑ виҫӗ пӳртре пурӑнакансем вырӑнти пуҫлӑхсемпе ниепле те пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене хӑҫан хӑтлӑ ҫурта куҫарассине пӗлесшӗн. Ҫак ыйтӑва халӗ республикӑн строительство министерствинче уҫӑмлатрӗҫ.  

Алиса Александрова, Надежда Александрова, Евгения Зиновьева, Михаил Солин, Виктор Степанов, Никита Углев