Залра ҫемье бизнесне тытса пыракансем пуҫтарӑннӑ. Хӑшӗсем усламҫӑра чылайранпа, теприсем вара пирвайхи утӑмсем тӑваҫҫӗ. Ку форум пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма кӑна мар, хамӑр пирки пӗлтерме, продукцие кӑтартма май парать, теҫҫӗ хутшӑнакансем. Етӗрнери Филичкинсен ҫемйи, сӑмахран, чей курӑкӗ пуҫтарса тирпейлет. Кил хуҫи Алексей йывӑҫпа ӗҫлеме юратнӑ май, чей валли йӗкел евӗр савӑтсем тӑвать. Мӑшӑрӗ вара вӗсене сӑрласа илемлетет. Ал ӗҫӗн маҫтӑрӗ Надежда Степанова та хӑйӗн чун киленӗҫне ҫемье бизнесне ҫавӑрса янӑ. Йывӑҫран чӑваш эрешӗсем, капӑрлӑхсем: хӑлха, мӑй ҫаккисем касса кӑлараҫҫӗ. 2011-мӗш ҫулта проект хӳтӗлесе 300 пин тенке яхӑн тивӗҫнӗ Степановсем. Унпа станок тата ӗҫре кирлӗ ытти хатӗр туяннӑ.
Форумра ҫемье предприятийӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл шутра ӗҫе ламран лама куҫараса пырасси, патшалӑхран тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх тивӗҫесси тата ытти те. Чӑваш Енри предпринимательсен прависене хӳтӗлес ыйтусемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Александр Рыбаков "Единая Россия" партин халӑх программине ҫемье предпритийӗсем пирки федераци шайӗнче саккун йышӑнма сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех ку темӑна республикӑра та ытларах тимлӗх уйӑрмаллине каларӗ.
Диана Сафонова, Игорь Ульянов








