Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче — премьера

Куракансем Владислав Николаев драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ "Чапаев. Вечность за час" моноспектакле хаклама пултарчӗҫ. Ӑна Чӑваш Енре иртекен Мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ.

Залра ҫутӑ сӳнет те - куракансем купӑс сассипе тулнӑ йывӑҫ ҫурта лекеҫҫӗ. Унта вӗсене хуҫи - ҫамрӑк та тӗреклӗ арҫын кӗтсе илет. Пурте тӳрех Василий Чапаева палласа илеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа парать. Мӗн-мӗн тӳснисене аса илет, ҫӗнтерӳсене те манмасть. Монолог пулсан та куракана питӗ кӑсӑклӑ - вӗсен умӗнче чӑн-чӑн паттӑр. Моноспектакль кӑткӑс жанр. Апла пулин те Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Леонид Яргейкин хӑйне шанса панӑ сӑнара питӗ ӗнентерӳллӗ вылять. Ӑна купӑс каласа юрлакан Александр Васильев кӑна пулӑшса пырать. 

Надежда Александрова, Николай Семенов