Ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ 21 ҫулти салтак ячӗпе - таса ҫӑлкуҫ

Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче Евгений Михайлов кӗҫӗн сержант ячӗпе купель уҫрӗҫ. 

180 хуҫалӑхран тӑракан Аслӑ Чак ялӗ чылай мухтавлӑ ятпа палӑрнӑ. Вӗсен йышӗнче халӗ Евгений Михайлов та пулӗ. Хӑюллӑ салтак 2021-мӗш ҫулта хӑй ирӗкӗпе 2 ҫуллӑх контракт ҫырса ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнӑ. Ҫапла вӑл ятарлӑ ҫар операцине лекнӗ, снайпер пулнӑ. Кӗске хушӑрах Евгений паттӑрлӑхпа палӑрнӑ. Йывӑрлӑха лекнӗ ытти салтаксен умӗнчен нихӑҫан та пӑрӑнса иртмен. Шурлӑх тӑрӑх сӗтӗрсе е хулпуҫҫийӗ ҫине хурса тухни те пулнӑ. Ҫапӑҫура хастарлӑх кӑтарнӑшӑн 10 кунлӑх отпуска тивӗҫсен те Евгений юлташӗсене пӑрахса кайман, малти ретрех юлнӑ. Ҫапла, 22-мӗш ҫултах, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Изюм хули енне талпӑнса пынӑ чух чӑваш салтакӗ паттӑрсен вилӗмӗпе ӗмӗрлӗх куҫне хупнӑ. Пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн "Паттӑрлӑх" орденне тивӗҫнӗ.
Пархатарлӑ шухӑша ял халӑхӗ ырласа йышӑннӑ. Пӗрле пухӑнса канашланӑ хыҫҫӑн ял хӗрринчи Чӑмашки ҫырминче ҫак пысӑках мар часовньӑна туса хунӑ. Унӑн икӗ енне ҫӗр ишӗлесрен бетон ярса ҫирӗплетнӗ. Ҫурта ҫутӑ кӗртнӗ. Сӑваплӑ ӗҫре кашниех мӗнпе те пулин усӑллӑ пулма тӑрӑшнӑ.
Кашни вӑхӑтӑн хӑйӗн паттӑрӗ пур. Купель-часовай ҫине вырнаҫтарнӑ асӑну хӑми Евгений Михайловӑн ҫутӑ сӑнарне килен-каяна аса илтерсех тӑрӗ. Шупашкарта вӗренсе ӳснӗ каччӑ ашшӗн ялне час-часах кайса ҫӳренӗ.
Салтак ячӗпе хисепленекен часовньӑпа купеле Энӗшпуҫ чиркӗвӗн пачӑшки Иоанн атте кӗл туса сӑвапларӗ. Хӗреспа тасатнӑ хыҫҫӑнах ҫӑлкуҫ шывӗнче чӳхенсе тухакансем те пулчӗҫ.
Шыва кӗрсе ӳтпе те, чунпа та тасалмалли сӑваплӑ вырӑн малашне тата та илемлӗрех пулса пырӗ. Евгений Михайловӑн ашшӗ Алексей Алексеевич ҫӑва тухсан ҫӑлкуҫ таврашне хӑтлӑлатас тӗлӗшпе ҫӗнӗ ӗҫсем тума палӑртнӑ. 


Алексей Енейкин, Михаил Солин