Ҫӑлавҫӑсене витӗмлӗ пулӑшу

Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫейре Ҫӑлавҫӑ кунне паллӑ турӗҫ. Уяв умӗн ҫак тытӑмра тӑрӑшса ӗҫлекенсене чысларӗҫ, ятарлӑ службӑсене вара ҫӗнӗ техника уҫҫисене пачӗҫ. 

Республикӑра пушар хуралӗн тата шыравпа ҫӑлав службин пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Хальхинче Чӑваш Ене 7 машин кӳрсе килнӗ. Вӑл шутра "Урал" тата "КАМАз" автоцистернӑсем, патруль катерӗ, "Собольпе" "Некст Газель" машинсем. Кӑҫал республикӑра пушар чаҫӗсем ҫумӗнче 3 уйрӑм пост уҫнӑ - Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри тата Муркаш тӑрӑхӗсенче. Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи постсем Красноармейскинчи 32-мӗш чаҫӗн тимлӗхӗнче.

Машинсен уҫҫисене  Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Зеленин тата Чӑваш Енри гражданла хӳтӗлев тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен министрӗ Сергей Павлов пачӗҫ. Ҫӗнӗ йышши машинсем ҫӑлавҫӑсен пӗтӗмӗшле ӗҫне ырӑ витӗм кӳрессине палӑртрӗҫ.

Диана Сафонова, Игорь Ульянов