Ҫак кунсенче "Регионсем - чикӗсӗр хутшӑнусем" курав тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ

Унта "Авиатор" компани лапамӗ уйрӑмах палӑрса тӑчӗ. Пӗрлешӳ обществӑлла вырӑнсене хӑтлӑх кӳмелли пӗчӗк архитектура хурӑмӗсем туса кӑларать. Кунта пӗтӗмпех тытса пӑхма, тӗрӗслеме пулать. 

Ача-пӑча лапамӗ ҫапла пулмалла та. Кӑсӑкли темӗн чухлӗ. Ҫак тӗлте, сӑмахран, чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ телефон номерӗсене астуса юлма ҫӑмӑл. Кунта вара хаваслӑ калаҫу вӑййи ирттерме пулать. Мӑн ҫын та тытса пӑхмасӑр чӑтаймӗ. 

Ку комплекс компани дизайнерӗсем шутласа кӑларнисенчен пӗри. Унӑн кашни пайӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗчӗккисем валли йӗркеленӗ лапамсем хӑйнеевӗрлӗхӗсӗр пуҫне меллӗ те пулмалла. Ачасен выляс-хавасланас килтӗр унта. Ҫавӑнпа та хӑш чухне пӗр-пӗр продукци туса кӑлариччен малтан унӑн пӗчӗк копине ӑсталаҫҫӗ те куравсем тӑрӑх илсе ҫӳресе ҫынсен шухӑшне пӗлеҫҫӗ. Хулари ҫурт картишӗсемпе урамӗсене хитререх те хӑтлӑрах тӑвассипе ӗҫлет компани. Унӑн слоганӗ - "Мы производим эмоции". "Авиатор" ача-пӑча тата спорт лапамӗсем туса кӑларать. Ҫавӑн пекех халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсене хӑтлӑх кӳмелли пайсем. Вӗсен таварне Раҫҫейӗпех туянаҫҫӗ. Калининградран Камчатка таран тата никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхӗнчи ҫӗршывсем. Географи анлӑлансах пырать. Компани йышӑннӑ вырӑнта кашниех вылява хутшӑнса парнеллӗ пулчӗ, ҫавӑн пекех спорт тата музыка енӗпе ӑсталӑхне тӗрӗслеме пултарчӗ. Пӗрлешӳ хӑйнеевӗрлӗ параппансем те тӑвать. 

Компани кашни кӑмӑл тӑвакана производствӑна пырса курма сӗнет. Унта промышленноҫ туризмне аталантараҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳлевсӗрех паллашма пулать. 

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Святослав Петров