Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине алла илни Ксения Ефимовӑшӑн кӗтменлӗх, ҫав вӑхӑтрах пысӑк савӑнӑҫ. 2007-мӗш ҫултах тӑлӑха юлнӑ хӗрачана ҫак самант ҫитнине ӗненме те йывӑр. Ксения хӑй те ҫемьеллӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫӗре ҫывӑх вӑхӑтрах пурӑнма куҫӑпӑр, - каласа кӑтартать вӑл. Геннадий Айхи проспектӗнчи ҫуртра тӑлӑхсем валли пурӗ 122 хваттер туяннӑ. Хальхинче уҫҫине 30 ҫамрӑка пачӗҫ. Пурӑнмалли кӗтес илме паянхи кун ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ пин те 700 ытла ача черетре тӑрать.
Хваттере паян тесен паян кӗрсе пурӑнма пулать. Людмила Кочеткова мӑнукне ҫакнашкал хӑтлӑ кӗтеспе тивӗҫтернӗшӗн тем пекех хӗпӗртенӗ. - Юсав ӗҫне тума хатӗрленсе тӑраттӑм, кунта вара пурте пур, обойне те ҫыпӑҫтарнӑ, люстра та ҫакнӑ, - тет вӑл. Сӗтел-пукан кӑна вырнаҫтармалли юлнӑ. Хваттер хуҫисен савӑнӑҫне Правительствӑра тата ачасен прависене хӳтӗлекен органсенче тӑрӑшакансем пӗрле пайларӗҫ. Тӑлӑхсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес тӗлӗшпе малашне те ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр, терӗҫ вӗсем. Ҫакна валли бюджетран та укҫа ҫултан ҫул ытларах уйӑраҫҫӗ.
Республикӑра кӑҫал 367 тӑлӑх ача валли хваттер туяннӑ. Вӗсенчен 78-шӗ - ҫурт-йӗр сертификатне усӑ курнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 85 ҫынна пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелле.
Екатерина Фомина, Борис Андреев