Шупашкар епархийӗн историйӗ 1945-мӗш ҫултанпа ҫырӑнать. Православи тӗнӗшӗн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ҫӗкленӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑ самант темелле. Чӑваш автономийӗнче вӑл ҫул 28 чиркӳ ӗҫлеме тытӑннӑ. Сӑмах май, икӗ ҫул маларах - 1943-мӗшӗнче вӗсен шучӗ 10 ҫеҫ юлнӑ пулнӑ. Ӗненекен халӑха пусмӑрланӑ тапхӑрта ытти чиркӳсене хупса пӗтернӗ. Вӗсенчен 183-шӗ пач та сыхланса юлман. Нумайӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук.
Ҫавах та, йывӑр тапхӑра истори асра тытать. Вӑл вӑхӑта ас туни паянхи обществӑна пулса-иртнӗ йӑнӑшсенчен сыхланса, Туррӑн тивлетне чунпа туйса пурӑнма вӗрентет. Патшалӑх чӗн тӗне хӗсӗрлеме чарӑнсан Чӑваш Енре те мӗнпур ҫӗршыври пекех кӗлӗ ҫурчӗсем уҫӑлма пуҫлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкар епархийӗнче кӑна 137 чиркӳ. Ҫавӑн пекех митрополин Улатӑр епархийӗнче 91, Канаш уйрӑмӗнче 82 чиркӳ ӗҫлет. Пӗтӗмӗшле вара республикӑра 311 чиркӳ тата 100 ытла часовня шутланать. Ҫавӑн пекех 7 мӑнастир пур. Кураври сӑнӳкерчӗксенче вӗсенче ӗҫлесе пурӑннӑ таса аттесен сӑнӗсемпе паянхи священниксен портречӗсене курма пулать.
Куравра Чӑваш епархийӗн пурнӑҫне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Кунта Руҫ Патриархӗсем пирӗн тӑрӑха килсе кайнӑ самантсене те кӑтартнӑ. Сӑмах май, тӗрлӗ вӑхӑтра Чӑваш Ене 1-мӗш Алексий, Пимен, 2-мӗш Алексий тата Кирилл патриархсем килсе курнӑ. Куравпа паллашакансем кунта ӗлӗкхи священниксен сӑнӗсене курнӑ май вӗсен кӗллисен хӑватне те туйнине калаҫҫӗ.
Епархи юбилейне халалланӑ курав Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫитес ҫулчченех, кӑрлачӑн 10-мӗшчен ӗҫлет.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов