Ӑсталӑхне вӗренӳре туптарӗҫ

Кашни ҫеккунт шутра. Шупашкарти "Россия" хӑна ҫуртӗнче Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем вӗренӳ ирттерчӗҫ. 

Хӑна ҫурчӗн виҫҫӗмӗш хутӗнче электричество пралукӗнчен вут-хӗм тухнипе "хӗрлӗ автан" ташлама пуҫланӑ. Ҫулӑм хӑвӑрт сарӑлма тытӑннӑ. Кунта ӗҫлекенсем ҫийӗнчех ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Пушар сӳнтерекенсем часах ҫитрӗҫ. Тӳрех оперативлӑ штаб ӗҫе пуҫӑнчӗ. Шалта ҫынсем юлнӑ. Кун пек чухне пӗр ҫеккунт та тӑхтама юрамасть. Тӗтӗмпе чыхӑнса вилес хӑрушлӑх пысӑккине кура инкеке лекнисене ҫӑлав хатӗрӗсем - сывлаттаракан маскӑсем - тӑхӑнтартса урама илсе тухрӗҫ. Медицина ӗҫченӗсем вӗсене пулӑшу кӳме хатӗр тӑчӗҫ. Вӗренӗве хутшӑннӑ мӗн пур васкавлӑ службӑсем хӑйсен тивӗҫне пӗлсе пурнӑҫланине палӑртрӗҫ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче.

Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Ҫавна май ҫакнашкал вӗренӳ пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Пушар сӳнтерекенсем ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хальхинче хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене вӗсем йӑлтах пурнӑҫларӗҫ. 

Екатерина Фомина, Виктория Логунова, Святослав Петров