Ӑсталӑхне тренировка ирттерсе туптаҫҫӗ

Раҫҫей наци гвардийӗн Чӑваш Енри Управленийӗн "Искра" тата "Сувар" отрячӗсен десанчӗ вертолётран парашютсӑр анчӗ. Вӗренӳ Ҫӗрпӳ округӗнчи ятарлӑ лапамра иртрӗ.  

Росгвардин ОМОН тата СОБР ушкӑнӗсен ӗҫӗ яваплӑ та кӑткӑс. Йӗркелӗхе сыхласси, халӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси, терроризмпа экстремизма хирӗҫ кӗрешесси - вӗсен тивӗҫӗ. Хӗрӳ ҫапӑҫусем пыракан вырӑнсенче те командировкӑра тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Ӑсталӑхне туптама ҫакнашкал тренировкӑсем ирттерни пулӑшать. Вертолёта лариччен ҫар ҫыннисем теори пӗлӗвне тепӗр хут аса илчӗҫ, нормативсене пурнӑҫларӗҫ тата инструктаж тухрӗҫ. Кунта вӗсене Росгвардин авиаци эскадрильин лётчикӗсем пулӑшса пычӗҫ. Ҫакнашкал вӗренӗве ҫулталӑкне икӗ хут ирттереҫҫӗ. Ҫакӑ вӑй-хал ҫирӗплӗхне, чӑтӑмлӑха, тимлӗхе тӗрӗслеме май парать. Ятарлӑ отрядсен ушкӑнӗсем вертолётран парашютсӑр тӗрлӗ ҫӳллӗшӗнчен икӗ мелпе анчӗҫ.  

Екатерина Фомина