Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ӗҫне тӑсаканӗ

Паллӑ учёнӑй-экономист, Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ Лев Кураков ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна халалласа сумлӑ ӑсчах пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра Лев Кураков 30 ҫула яхӑн пурӑннӑ. Вӑл пиртен уйрӑлса кайнӑранпа вара 2 ҫул та иртрӗ. Ҫак хушӑра Чӑваш Енре академик ячӗпе чылай пуҫаруллӑ ырӑ ӗҫ пулса иртрӗ. Малтанах хастар чӑвашсем Лев Пантелеймонович ячӗпе вӑл уҫса хӑварнӑ Туслӑх ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Университет микрорайонӗнче вара Кураков бульварне тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул хута яма палӑртаҫҫӗ.

Академик пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарни те пысӑк пулӑм. Ку вӑл - халӑх хисепӗ. Лев Кураков ӗмӗр тӑршшӗпех пӗлӗве ӳстерес ӗҫре вӑй хунӑ. 20 ҫул Чӑваш патшалӑх университетне ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тата ертӳҫи, Федераци Пухӑвӗн сенаторӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӗрентӳ ӗҫӗнче тимленӗ. Раҫҫей вӗренӳ академийӗнче кӑна мар, чылай ҫӗршыври сумлӑ университетсен хисеплӗ пайташӗ пулнӑ. Обществӑлла пурнӑҫра хастарлӑх кӑтартса Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ваттисен Канашне тата республикӑра пурӑнакан халӑхсен Ассамблейине ертсе пынӑ.

Сумлӑ вӗрентекене тивӗҫлипех Иван Яковлев ӗҫне малалла тӑсакан теме пулать. Мухтавлӑ ӗҫӗсене кура ӑна Раҫҫей президенчӗн премийӗпе те чысланӑ. Тухса сӑмах калакансем пурте Кураковӑн халӑх умӗнчи пархатарлӑ ӗҫӗсене асӑнчӗҫ. 

Асӑну хӑмине уҫнӑ хыҫҫӑн Лев Кураковӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа Республикӑн тӗп вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ. Пухӑннисене академик ҫинчен Виктор Чугаров режиссер ӳкернӗ фильмсем кӑтартрӗҫ. 

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова